Республикӑра апат-ҫимӗҫ хакӗ сасартӑк хакланнишӗн хӑш-пӗр ертӳҫӗсем ӗҫ вырӑнӗсӗр юлма пултараҫҫӗ. Ҫакӑн пек асӑрхаттарнӑ республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев республика правительствин паянхи ларӑвӗнче. Унта пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫе епле пулмаллине сӳтсе явнӑ.
Кӑҫалхи иккӗмӗш кварталта асӑннӑ виҫе пӗрремӗш кварталтинчен 7,7 процент хӑпарса 6968 тенкӗпе танлашнӑ. Вӑй питтисен вӑл — 7402 тенкӗ, пенсионерсен — 5689 тенкӗ, ачасен — 6980 тенкӗ.
Республикӑн Сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталну министерстви апат-ҫимӗҫ туянса тӑкакланнин виҫи 213 тенкӗ ӳснӗ имӗш. Ҫӗрулми хакӗ, сӑмахран, 6 тенкӗ те 33 пус хакланнӑ, ҫавна пула тӑкакасем 40 тенкӗ те 55 пуса ҫити хӑпарнӑ пулать. Пахчаҫимӗҫ тӑкакӗ 83 тенкӗ те 17 пус хӑпарнӑ, аш-какай илме 56 тенкӗ те 52 тенкӗ ытларах кӑларса хума тивет иккен, улма-ҫырла валли — 15 тенке яхӑн, сӗт-турӑхшӑн — 10 тенкӗ те 52 пус. Ҫӑмарта, пулӑ, тип ҫу кӑштах йӳнелнине кура вӗсене туянса тӑкакланнин виҫи 11 тенкӗ те 8 пуслӑх сахалланнӑ пулать.
Канцеляри, медицина таварӗ, строительство материалӗ хакланнине пула апат-ҫимӗҫ мар хаксемшӗн те ытларах кӑларса хума тивет.
Сӑмахӗ кирпӗч хуракан ӑстасем пирки пырать. Кунта уйӑхсерен 30–40 пин тенкӗ ӗҫлесе илсен те вӗсем Мускава тата Мускав облаҫне ӗҫлеме тухса кайни пирки Чӑваш Енӗн строительство министрӗ Олег Марков Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев иртнӗ эрнере правительство пайташӗсемпе ирттернӗ канашлура пӗлтернӗ.
Республикӑн ҫурт тӑвӑм комплексӗн ҫур ҫулхи ӗҫ-хӗлне пӗтӗмлетнӗ май вӑл Чӑваш Енре асӑннӑ тапхӑрта 16,3 миллиард тенкӗлӗх ӗҫ пурнӑҫланине палӑртнӑ. Танлаштаруллӑ хаксемпе илсен, ку вӑл пӗлтӗрхи ҫурҫулхинчен 12 процент нумайрах иккен.
Ҫичӗ уйӑхра (ҫапла-ҫапла, республикӑри влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫавӑн пек цифрӑсене пӗлтернӗ) 316 пин тӑваткал метртан кая мар ҫурт-йӗр тума палӑртнӑ. Ҫав калӑпӑша ҫитни пӗлтӗрхи ҫичӗ уйӑхринчен 10 процент ирттерни пулӗччӗ.
Строительство комплексӗнчи тӗп ыйту — кирпӗч хуракансемпе штукатур-малярсем ҫитменни. Ку специалистсем ҫулла Мускавра тата Мускав облаҫӗнче тар тӑкма кӑмӑлларах параҫҫӗ-мӗн. Министр ӗнентернӗ тӑрӑх, кирпӗч хуракансен шалӑвӗ Чӑваш Енре уйӑхсерен 30–40 пине ларать, штукатур-малярсен — 20–25 пине.
Кун пек тӑвасси пирки республика Элтеперӗ ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнчех Хушу кӑларнӑччӗ.
Халӑх ырлӑхӗшӗн патшалӑх хыснин шучӗпе тӑрӑшакансен йышне 2015–2016 ҫулсенче 10 процент чакармалла. Элтепер Хушӑвӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, ҫапла йышӑнӑва «республика хыснин тӑкакӗсене чакарас тенипе» ҫыхӑннӑ.
Хушура вырӑнти хӑй тытӑмлӑхра ӗҫлекенсен йышне чакарассипе те тивӗҫлӗ йышӑнусем тума сӗннӗ.
Аса илтеретпӗр, патшалӑх служащийӗсен йышне чакарас сӗнӗве кӑҫалхи ҫуркунне Раҫҫейӗн премьер-министрӗ Дмитрий Медведев каланӑччӗ. Ҫӗршывӑн Финанс министерствине сӗнӳсене вӑл утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне тӑратма хушнӑччӗ. Унта йыша 10 процент чакарасси пирки сӑмах пынӑччӗ.
Федераци Канашӗн спикерӗ вара федераци служащийӗсен йышне регионсенче ҫурри таран чакармах сӗннӗччӗ.
Коммунистсен партийӗн Тӗп комитечӗн ертӳҫин ҫумӗн Валерий Рашковӑн шучӗпе Раҫҫейри 10 пин ҫын пуҫне 172 патшалӑх служащийӗ тивет, пӗтӗмпе хайхисен йышӗ — 2,4 миллиона яхӑн.
Ҫӗршывӑн финанс министрӗн ҫумӗ Татьяна Нестеренко та патшалӑх служащийӗсен йышӗ пысӑккипе килӗшет. Пенси фончӗн, Обязательнӑй медицина страхованийӗн, социаллӑ страхованин, Тӗп банкӑн ӗҫченӗсемпе пӗрле шутласан патшалӑх служащийӗсен йышӗ чӑннипех пысӑккине палӑртнӑ вӑл.
Чӑваш Енре малашне ӗҫ ветеранӗн ятне илмелли стажа пӗчӗклетесси пирки шухӑшлаҫҫӗ. Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, хӗрарӑмсем тата арҫынсем валли ӑна 2,5 ҫул пӗчӗклетесшӗн.
Анчах ку пурнӑҫа хӑҫан кӗресси паллӑ мар-ха. Кун валли хушма 250 миллион тенкӗ кирлӗ. Ку укҫа вара республика хыснинче ҫук. Ҫак ыйтӑва ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Ҫӗмӗрле халӑхӗпе тӗл пулнӑ чухне хускатнӑ.
Ыйтӑва ватӑ ҫынсем ҫӗкленӗ. Тивӗҫлӗ канӑва тахнӑ пӗр хӗрарӑм 39 ҫул ӗҫленӗ-мӗн, ӗҫ ветеранӗн ятне илмешкӗн 1 ҫул ҫитмен. Вӑл каланӑ тӑрӑх, пенсин чи пӗчӗк виҫине илет. Производствӑра чылай сахалрах ҫул ӗҫленӗ кӳрши вара пенси ытларах илет-мӗн. Михаил Игнатьев кунта тӗрӗсмарлӑх пуррине палӑртнӑ. Вӑл 2012 ҫулта ӗҫ ветеранӗн ятне илме тивӗҫ ҫынсен списокне анлӑлатнине, унччен ку та пулманнине аса илтернӗ. Халӗ республикӑра 22 пин ҫын ӗҫ ветеранӗн ятне илнӗ. Вӗсем уйӑхсерен хушма 1 150 тенкӗ илеҫҫӗ.
Тӗлпулура Михаил Игнатьев ӗҫ стажне 2,5 ҫул пӗчӗклетмеллине, анчах хыснара кун валли хальлӗхе укҫа ҫуккине палӑртнӑ. Укҫа тупсан ҫак ыйту уҫӑмланмалла-мӗн.
Елчӗк районӗнчи пӗр предприятире тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн йӗркене пӑснине тупса палӑртнӑ. Мигрантсем пурӑнакан общежити пӳлӗмӗсенче шкапсем те пулман. Унта тахҫантанпах тирпейлемен-мӗн. Тӗпелте те хӑрушӑ. Тумтир типӗтмелли вырӑн та ҫук иккен. Кун пирки ПТРК корреспонденчӗ пӗлтерет.
Кирпӗч савутӗнче прокуратура, Роспотребнадзор, Миграци службин ӗҫченӗсем пулнӑ. Завод директорӗ каланӑ тӑрӑх, унччен кунта вырӑнти халӑх та тӑрӑшнӑ. Анчах юлашки вӑхӑтра кадр ыйтӑвӗ ҫивӗчленнӗ-мӗн. Ҫулсерен кунта 50 рабочи таранах кирлӗ-мӗн. Вӗсене вӑхӑтлӑха ҫеҫ ӗҫлеттереҫҫӗ.
Завод директорӗ Лидия Ласточкина каланӑ тӑрӑх, кунта рабочисем хӗлле пурӑнмаҫҫӗ, мӗншӗн тесен ҫулла ҫеҫ ӗҫлеҫҫӗ. Вӑл тумтир ҫумалли, душ кӗмелли уйрӑм пӳлӗм пуррине ӗнентернӗ. Ҫитес вӑхӑтра ҫитменлӗхсене пӗтерме тӑрӑшма шантарнӑ.
Ертӳлӗхӗн ҫитменлӗхсене 1 уйӑхра пӗтермелле пулнӑ. Анчах тепӗр хут ирттернӗ тӗрӗслев улшӑну курман. Ҫавӑнпа тепӗр тӗлпулу судра пулӗ.
Улатӑр районӗнчи «Алатырские вести» хаҫата ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма тытӑннӑ. Редактора палӑртмалли конкурс утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче иртнӗ. Пуҫлӑха редакцире экономика ыйтӑвӗсен пайӗн редакторӗнче ӗҫленӗ Елена Калашникована лартнӑ. Ун пирки иккӗмӗш ӑрури пуҫлӑх-журналист темелле. Унӑн ашшӗ, Сергей Вишняков, 1987–1999-мӗш ҫулсенче асӑннӑ хаҫат редакторӗнче тӑрӑшнӑ.
Журналистикӑра Елена Калашникова 1998 ҫулта тимлеме пуҫланӑ. Малтан корреспондент, каярах общество пурнӑҫ пайӗн редакторӗ пулнӑ. 2005 ҫулта вӑл «Улатӑрти издательство ҫурчӗ» патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗнче, редакци унта кӗнӗ, яваплӑ секретарьте тӑрӑшнӑ. Виҫӗ ҫул каялла вӑл директорӑн–тӗп редакторӑн ҫумӗн должноҫне йышӑннӑ. Предприятире реорганизаци пулнӑ хыҫҫӑн ӑна редакцин экономика енӗпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхне ертсе пыма шаннӑ.
Республикӑра ун пеккисем те пур иккен. HeadHunter текен тӗпчев компанийӗ Чӑваш Енри тӗлӗнтермӗш профессисене тишкернӗ. Ҫавсен шутне фотокӗнекесене пухакана, чак-чак технологне, пулӑ тирпейлекене тата шухӑш-кӑмӑла пухакан специалиста кӗртнӗ.
Фотокӗнеке пухакан ӑстан тирпейлӗ пулмалла, пулӑ тирпейлес текене вара медицина кӗнеки кирлӗ. Кунта сӑмах претендентсене суйланӑ чух тӗпе хуракан критерисем пирки пырать. Камӑн мӗн ӗҫ тумалли пирки каласан, чак-чак технологӗн технологи виҫине хатӗрлемелле, чак-чак производстви валли схемӑпа карттӑ туса хатӗрлесси те ҫав ҫын яваплӑхӗ шутланать. Ҫынсене шухӑш-кӑмӑлне пухаканӑн компани кӳрекен пулӑшу пирки клиентсем мӗн каланине тӗпчемелле.
Камӑн ӑҫта тар тӑкмалли пирки каласан, фотокӗнеке пухаканӑн Шупашкарти офисра 10 сехетрен тытӑнса кӑнтӑрла иртни 4-ччен ӗҫлемелле. Чак-чак технологӗн Ростов облаҫӗнчи Азов хулине тухса кайма тивӗ. Ӑна унта пурӑнмалли кӗтес тара илсе тӑкакланнине компани саплаштарӗ. Ҫул укҫине те ӗҫпе тивӗҫтерекен хӑй тӳлӗ. Пулӑ тирпейлекенӗн вара ҫичӗ юта тухса каймалла мар: Шупашкарта ӗҫлемелле.
ЧР Финанс министерствинчи пушӑ вакансие Светлана Иванова йышӑннӑ. Халӗ вӑл — финанс министрӗн ҫумӗ. Хушӑва паян, ҫӗртмен 16-мӗшӗнче, республика премьер-министрӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ.
Светлана Ивановӑччен ҫак тивӗҫе Игорь Смирнов пурнӑҫланӑ. Вӑл халӗ ведомствӑра укҫа-тенкӗ управленийӗн пуҫлӑхӗ вырӑнӗнче юлнӑ. Светлана Иванова унччен ЧР пурлӑх министрӗн ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ.
Светлана Иванова 1963 ҫулта ҫуралнӑ. 1985 ҫулта И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1985–2004 ҫулсенче вӑл ЧР Финанс министерствинче ӗҫленӗ, хысна политикин пайӗн пуҫлӑхӗ таран ӳснӗ. Унтан ЧР Ял хуҫалӑх министерствин пай пуҫлӑхӗнче вӑй хунӑ. 2010 ҫултанпа ЧР пурлӑх министрӗн ҫумӗ пулнӑ.
Светлана Иванова унччен те Светлана Енилинӑпа ӗҫленӗ те халӗ те ун ҫумӗнчех пулӗ.
Республикӑра предприяти-организаци нумай та, пурин ертӳҫи улшӑнни-ылмашни пирки ҫырса пӗтереймӗн. Анчах «Чӑвашавтотранс» патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗн ертӳҫисем юлашки ҫулсенче ҫулталӑкра пӗрре тенӗ пек ылмашса тӑнине массӑллӑ информаци хатӗрӗсемпе блогерсем хытах сӳтсе яваҫҫӗ. Ҫулталӑкра тесе тӗрӗс мартарах каларӑмӑр пуль-ха: 12 ҫулта — 11 ертӳҫӗ ылмашнӑ. Хальтерех пулса иртнӗ кадр улшӑнӑвӗ Князькин депутат хушамачӗпе ҫыхӑннӑ. Ӑна сӑлтавне ӑнлантармасӑр ӗҫрен хӑтарни те шӑв-шав ҫӗклерӗ.
Халӗ «Чӑвашатвотрансӑн» ҫӗнӗ ертӳҫине лартнӑ. Должноҫе малтанхи пуҫлӑхӑн ҫумӗ пулнӑ Евгений Мореплавцева шанса панӑ.
Конкурс ҫӗртмен 2-мӗшӗнче иртнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗ камне паян пӗлтернӗ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗн паянхи хушӑвӗпе килӗшӳллӗн республикӑн финанс министрӗн тивӗҫне пурнӑҫланӑ Светлана Енилинӑна регионти финанс ведомствин пуҫлӑхне ҫирӗплетнӗ. Кунсӑр пуҫне вӑл Министрсен Кабинечӗн ертӳҫин ҫумӗ евӗр те тӑрӑшӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Енилинӑна министра лартмалли хутсене ҫӗршывӑн Правительстви тата Финанс министерстви пӑхса тухса ырланине пӗлтернӗ.
Аса илтеретпӗр, финанс министрӗн тивӗҫӗсене Енилина кӑҫалхи анрӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнчен пурнӑҫлама тытӑнчӗ. Ҫав кунтанах ӑна вице-премьер пулма шаннӑччӗ. Республикӑн тӗп финансистне ҫирӗплетиччен вӑл Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министерствине ертсе пычӗ. Унччен маларах ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗнче вӑй хучӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |